Кĕнеке - ачасен тусĕ

Кĕнеке вулакан нумай пĕлет, тĕрĕс çырать. Çак кунсенче ача садĕнче Агния Бартон сăввисемпе паллашрăмăр. Пĕчĕккисене яланах теттесем илĕртеççĕ. Çавăнпа та мероприятие теттесемпе йĕркелерĕмĕр. Малтанах ачасене сăвăç портречĕпе, пурнăçĕпе паллаштартăмăр.

Агния Львовна Барто пĕчĕкренех чĕрчунсене юратнă. Ашшĕ ăна çырма, шутлама вĕрентнĕ. Çамрăклах хĕрача сăвăсем çырма пикеннĕ. Агния Барто сăввисене ватти те, вĕтти те юратать, кăмăллать, мĕншĕн тесен вĕсене вĕренме çăмăл, итлеме хаваслă.

"Колобки" ушкăнĕнчисене вăйă йĕркипе поэтăн "Теттесем" сăввипе паллаштартăмăр, каярах пĕтĕмлетрĕмĕр, сăвăри хусканусене çирĕплетрĕмĕр.

Ушкăнра пурте калаçсах каймасан та, ачасем пурте тимлĕн итлесе, пăхса ларчĕç. Калаçма пĕлекеннисем сăвă йĕркисене илемлĕн çирĕплетрĕç. Ачасем Агния Барто сăввисем туслăха упрама, тимлĕ пулма, пĕр-пĕрне пулăшма, чĕрчунсене юратма вĕрентнине палăртрĕç.

Каярах шăпăрлансемпе А.Бартон кĕнекисене пăхрăмăр, çĕтĕлнисене юсарăмăр. Ачасене теттесемпе кĕнекесене тирпейлĕ упрамаллине вĕрентрĕмĕр.

Ашшĕ-амăшĕ те ачасемпе кĕнекесем тăтăшах вуласса шанас килет.

Т.ШЕВЕРОВА,

"Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ.