Шкул çулне çитмен ачасене кĕнекесемпе тĕплĕнрех паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес, вĕсен тавракурăмне аталантарас тĕллевпе "Рябинушкăри" "Ромашка" ушкăна çỹрекен пепкесем районти ача-пăчасен тĕп библиотекине çитсе курчĕç. Вĕсене Валентина Боровковăпа Елена Хораськина ĕçченсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Часах пĕчĕккисем те, аслисем те кĕнекесен илĕртỹллĕ те кăсăк тĕнчин ытамне лексе унпа паллашма пуçларĕç. Вулавăш ĕçченĕсем каласа панине пурте "çăвар карсах" итлерĕç. Кĕнеке, журнал коллекцийĕсемпе паллашнă хыççăн пухăннисем библиотекăри вулав залне çул тытрĕç.
- Кĕнеке - этем шутласа кăларнă чи тĕлĕнмелле япаласенчен пĕри. Асăрхануллă пулмасан вĕсем макăрма та пултараççĕ, - терĕç пĕчĕкскерсем.
Библиотека ĕçченĕсем ачасене экологи темипе мультфильм кăтартнă хыççăн викторина йĕркелерĕç. Иллюстрациллĕ хитре кĕнекесемпе журналсем ачасене питĕ килĕшрĕç. Вĕсен вулавăшран каяс килменни куçĕсенченех палăрчĕ.
- Малашне атте-аннепе, асатте-асаннепе библиотекăна çитĕпĕр, - сăмах пачĕç вĕсем вулавăш ĕçченĕсене.
Ачасене унта питĕ килĕшрĕ. Экскурси пуриншĕн те усăллă пулчĕ тесе шутлатăп. Ку пулăм вăл - малашне вулакансен шутне палăрмаллах ỹсме пулăшакан япала.
Т.ШЕВЕРОВА,
"Рябинушка" ача сачĕн воспитателĕ.