Кăмăл-сипет енчен тивĕçлĕ воспитани парас тата тĕн культурипе паллаштарас тесе ачасемпе тăтăшах калаçусем йĕркелетпĕр. Тĕн уявĕсем çинчен каласа паратпăр. Ачасем Раштав, Кăшарни, Мăнкун православи тĕнне ĕненекенсемшĕн çав тери пысăк уяв пулнине лайăх пĕлеççĕ. Хăйсем те çак уявсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ аслисемпе пĕрле чиркĕве те çỹрет.
Çак кунсенче вара пирĕн воспитанниксем райцентрти чиркỹре пулса курчĕç. Вĕсемпе Канаш епархийĕн 3-мĕш округ благочиннăйĕ Александр Спиридонов тĕл пулчĕ, чиркỹ историйĕпе паллаштарчĕ, храма кĕрсессĕн харпăр хăйне мĕнле тытмаллине те каласа кăтартрĕ.
Аслă ушкăнрисемшĕн чиркĕве çитсе курни чăннипех те интереслĕ пулчĕ. Вĕсем малашне Турă çывăхнерех пулма тăрăшасса, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чиркĕве татах та кайса çỹрессе пĕлтерчĕç.
М.МИХЕЕВА,
воспитатель.